2016 ҫулта мӗнле канӑпӑр? Ҫитес ҫул ҫынсем ытларах канассине пӗлтереҫҫӗ. 2016 ҫулта темиҫе куна тӑсӑлакан канмалли кунсем нумай.
Кӑрлач уйӑхӗнче 10 кун канӑпӑр. Эрнере 5 кун тӑрӑшакансем ӗҫе 11-мӗшӗнче тухӗҫ. Кӑрлачӑн 2, 3-мӗшӗсем канмалли кунсене лекнӗрен ҫуркунне кантарӗҫ.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерӗҫ те 21–23-мӗшӗсенче кантарӗҫ. 20-мӗшӗ кӗске кун шутланӗ. Пушӑн 5–8-мӗшӗсенче каллех канмалла. Пушӑн 7-мӗшӗнче кӑрлачри пӗр куншӑн ӗҫлемелле мар пулӗ.
Ҫу уйӑхӗнче 1–3-мӗшӗсенче тата 7–9-мӗшӗсенче, 9-мӗшӗнче кантараҫҫӗ. 3-мӗшӗнче кӑрлачри куншӑн ӗҫлемелле мар пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче 11–13-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Республика кунӗ пулнӑран 24–26-мӗшӗсенче те уявра савӑнӑпӑр. 23-мӗшӗнче вара кӗске кун пулӗ.
2016 ҫулта Ҫӗнӗ ҫул та савӑнтарӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗрен ӗҫлеттермӗҫ. Кӑҫал вара раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлемех тивӗ, мӗншӗн тесен РФ Патшалӑх Думи ҫак куна уяв тума хирӗҫленӗ.
Хӑш кун ӗҫлемеллине тата канмаллине эпир хатӗрлесе кӑларнӑ кунталӑкра та пӗлме пултаратӑр. Ӑна «СУМ» лавккара туянма пулать, хакӗ 15 тенкӗ кӑна.
Ырантан, раштавӑн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарта Хӗл мучин почти ӗҫлеме тытӑнӗ. Йӑлана кӗнӗ конкурса 14 ҫул тултарман ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ачасем ҫырура хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки, ырӑ ӗҫсем туни ҫинчен ҫырса кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене палӑртаяҫҫӗ: вӗсем Хӗл мучипе Юр пике пулнӑ тӑк мӗн тӑвӗччӗҫ?
Ҫырӑвӑн чӗлхине, унӑн содержанине хаклӗҫ. Вӗсене ӳкерчӗксемпе, аппликацисемпе, мишурапа, хӑюпа, вӗтӗ шӑрҫапа илемлетме юрать. Ҫырӑва ӑҫта ямалла?
Хӗл мучин почти Шупашкарти пур вулавӑшра те ӗҫлет. Раштавӑн 18-мӗшӗнчен пуҫласа вара Хӗл мучин тӗп почтине ҫыру ҫырма юрать. Вӑл хальхи пултарулӑхӑн «Ҫеҫпӗл» академийӗнче уҫӑлӗ.
Конкурса ҫырусене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче академире 14 сехетре чыслӗҫ (Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт).
Шупашкарти кондитерсем пысӑк торт пӗҫернӗ. Ӑна вӗсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн хула ҫыннисене тӗлӗнтерес тӗллевпе тунӑ.
Торта яруслӑ конструкципе хатӗрленӗ. Ӑна тунӑ чухне марципанпа усӑ курнӑ, ӑшне хатӗрленӗ чухне 20 ингредиент янӑ.
Кондитерсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха тӗлӗнтересшӗн пулнӑ. Торт 1,5 метр ҫӳллӗш, 15 килограмм таять. Ӑна 4 кондитер пӗр эрне хатӗрленӗ.
Кондитерсем кунран та пысӑк торт пӗҫересшӗн. Ӑна вӗсем Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрлесшӗн. Ун чухне Шупашкар кондитерӗсем рекорд лартасшӑн.
Чӑваш Енре «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци каллех вӑй илнӗ. Ӑна ҫулсерен ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Акци чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен иртет. Ӑна ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви йӗркелет.
Акципе килӗшӳллӗн, аслисем ача ҫуртӗнчи шӑпӑрлансене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илме пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫапла майпа Ҫӗне ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илеҫҫӗ.
Ачана ҫемьене вӑхӑтлӑх илес тесен вырӑнти опекӑпа попечительлӗх органӗсене ҫитмелле, кирлӗ документсем пухмалла.
Ачасем хӑйсене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хальлӗхе 143 ача Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илме хатӗрленет.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Хӗл мучи вара ачасене хӑйӗн патне хӑнана чӗнет. Шупашкар ачисем Ҫӗнӗ ҫул уявӗн хуҫи патӗнче нумаях пулмасть пулса курнӑ.
Тӗп хулари пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан ачасем тӗнче шайӗнче ирттернӗ «Мӗн вӑл — туслӑх?» конкурсра ҫӗнтернӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсене Хӗл мучин ҫӗршывне официаллӑ майпа чӗннӗ.
5-мӗш класс ачисем Аслӑ Устюг хулинче темиҫе кун пурӑннӑ. Вӗсем хӗл мучине саламлӑ юрӑ шӑрантарса панӑ. Вӗсем ӑна видео ҫине ӳкернӗ. Ҫавӑн пекех ачасем Хӗл мучипе калаҫнӑ, ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ.
Чӳкӗн 18-мӗшӗнче уяв иртнӗ. Ачасем Асамлӑх шкулӗнче вӗренме пултарнӑ, унта асамҫӑн сертификатне илнӗ. Ун чухне Хӗл мучи ҫӗршыври пӗрремӗш чӑрӑша ҫутнӑ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унччен эпир тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ елка пулассине хыпарланӑччӗ, хальхинче ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе Упӑте ҫулталӑкӗ пулнине кура Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑннине асӑннӑччӗ.
Упӑтене «Шупашкар» универмаг патӗнче вырнаҫтарас шухӑшлӑ.
Китай гороскопне пӗлсе-асра тытнипе пӗрлех республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ май тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине те тӗпе хурасшӑнни сисӗнет.
Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗ «Республика» пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика лапамӗнче лартакан 25 метр ҫӳллӗш ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатӗҫ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупӗҫ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑнать. Ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе — упӑте ҫулталӑкӗ. Ҫавӑнпа Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑн.
Ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен лартасшӑн. Ахӑртнех, вӑл «Шупашкар» универмаг патӗнче пулӗ.
Шупашкарта вырнаҫтармалли символсене яланах Александр Жигарев хатӗрлет. 9 ҫул ҫак ӗҫпе аппаланать вӑл. Халӗ те вӑл темиҫе эскиз ӳкернӗ ӗнтӗ. Эскиза хула администрацийӗ ҫирӗплетсен вӑл тӳрех ӗҫе пуҫӑнӗ.
Ӑста каланӑ тӑрӑх, пукане икӗ метр ҫӳллӗшӗнчен пӗчӗк пулмӗ. Ӑна искуственнӑй ҫӑмран, йывӑҫран хатӗрлӗҫ. Каркасӗ тимӗртен пулӗ. Пӗтӗмпе материалсене 20 пин тенкӗлӗх туянмалла. Пукане ҫӑмӑл пулӗ, ӑна ҫӗклеме те май пулӗ.
Кремльти Собор лапамне ҫулсерен лартакан чӑрӑша кашнинчех тӗплӗн суйлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 2015 ҫула кӗтсе илме суйланине вара Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑшра ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускав облаҫӗнчи Дороховски вӑрман хуҫалӑхӗнче аслӑ участок лесничийӗнче тӑрӑшакан Юрий Пигильдин сӗннӗ.
Юрий Германович ҫак чӑрӑша 27 ҫул хушши пӑхса упранӑ. 31 метр тӑршшӗ илемлӗ ҫӑра чӑрӑш 110 ҫулта иккен, вуллин диаметрӗ — 72 сантиметр. Палӑртмалла, хӑйӗн илемӗпе пин-пин ҫынна уяв кӑмӑлӗ парнеленӗ чӑрӑш Кремльте шӑп Кивӗ Ҫӗнӗ ҫулччен — тӑнӑ.
Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсем вӗҫленнӗ май тухтӑрсем хӗллехи каникула хӑйне май пӗтӗмлетнӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен пиротехника хатӗрне пула 42 ҫын суранланнӑ, ҫав шутра 21-шӗ — ачасем. Тухтӑрсем хайхисем ытлашши йывӑр аманманнине, ҫӑмӑл тата вӑтам шар курнине ӗнентереҫҫӗ.
Аманакансен йышӗ Ҫӗнӗ ҫул каҫхине уйрӑмах йышлӑ пулнӑ иккен. Ун чух тӳрех 21 ҫын аманнӑ, вӗсенчен улттӑшӗ — ача-пӑча. Куҫ-пуҫа суранлатакан та, алла амантакан та пулнӑ. Пӳрнесӗр е ал лапписӗр юлакансем те тупӑннӑ.
Раштавӑн 31-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен 48 ҫын шӑнса пӑсӑлнӑ, 8 ҫын ҫак сӑлтава пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Эрехпе наркӑмӑшланнипе 20 ҫыннӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Эктор Алос-и-Фонт социолингвист Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ чухнехи икчӗлхелӗх лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Ӑсчах ҫитменлӗхсене палӑртнӑ май лару-тӑру икӗ ҫул каяллахинчен лайӑх енне сулӑннине каланӑ.
— Паллӑ мероприятисем ытларах чухне Республика тата Хӗрлӗ тӳремсенче иртеҫҫӗ, — ҫырнӑ Эктор Алос-и-Фонт «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. — Кӑҫал Республика тӳремӗнче Ҫӗнӗ ҫул бульварӗ уҫӑлнӑ. Анчах вӑл тӗпрен илсен Ехрем купса бульварӗнчен куҫнӑ коммерци киоскӗсенчен тӑрать иккен. Киосксенчи информацие вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Анчах бульвар лаптӑкӗнче ҫырнисем ытларах чухне — икӗ чӗлхепе.
Социололингвист лару-тӑру икӗ ҫул каяллахинчен лайӑхраххине палӑртнӑ. Вӑл Ехрем купса бульварӗнче «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» тесе ҫырнине ыррипе палӑртнӑ. Анчах чӑрӑш айӗнче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ-мӗн. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре икӗ чӗлхепе усӑ курасси лайӑхланнӑ.
Шел те, ытти урамсенче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Эктор Алос-и-Фонт ЧППУра вӗреннӗ. Ҫулталӑк каялла университет икчӗлхелӗхе хӳтелӗнипе палӑрнӑ пулсан кӑҫал вӑл тӗп корпус умӗнчи чӑрӑш ҫине вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |